Истори

Тĕп чăваш музейне йĕркелесе ярасси пирки 1917 ç. Февраль революцийĕ хыççăнах сÿтсе явнă. 1917 ç. çĕртмен 20-28-мĕшĕсенче иртнĕ Пĕтĕм чăваш наци съездĕнче музей тума кирли çинчен резолюци йышăннă, ун хыççăн ăна Хусанта 1919 ç. пуш уйăхĕнче  уçнă.

1919 çулта пĕр вăхăтрах Пролетари (халăх) университечĕн вĕрентекенĕсем те музей уçас шухăш тытнă. 1919 ç. пуш уйăхĕн 20-мĕшĕнче Шупашкарти халăх университечĕн канашĕн ĕçтăвком ларăвĕнче Павел Евгеньевич Мартенс тата хăш-пĕр вĕрентекенсем университет çумĕнче «аваллăх музейне» уçас тесе сĕнÿ тăратнă. Документсенче Шупашкар музейĕ тесе палăртнă. П.Е. Ефремов купса çуртĕнче вырнаçнă музейра 1919 тата 1920 çç. ĕçлекенсенчен Н.П. Неверов, П.Е. Мартенс тата Н.А. Гинцель ĕçтешсем пулнă.

1920 ç. Тĕп чăваш музейне (ТЧМ) уçма хатĕрленнĕ. 1920 ç. çĕртмен 24-мĕшĕнче Чăваш автономи облаçне туса хуни ТЧМ уçас ĕçе хăвăртлатма май панă. 1921 ç. нарăсăн 12-мĕшĕнче Облаçри халăх çут ĕç пайĕн облаçри музей тата аваллăхпа ÿнер палăкĕсене упрас ĕçсен секцийĕнче музей уçас тесе йышăннă. Ертÿçи Н.П. Неверов пулнă, управçи – А.В. Васильев (вăлах этнографи пайĕн ертÿçи те), истори пайне Е.М. Юровская, археологи пайне П.А. Успенский, ял хуçалăхпа çутçанталăк пайне С.А. Кукарников, илемлĕх (ÿнер) пайне М.С. Спиридонов ертсе пынă.

1921 çулхи ака уйăхĕн 17-мĕшĕнче музей çумĕнче Вырăнти тавралăха (Чăваш ене) тĕпчекен пĕрлĕх йĕркеленĕ, унта ăслăлăх тата пултарулăх интеллигенцийĕн чи паллă чăвашĕсене пĕтĕçтернĕ. Музей тата халăх кăтарту материалĕсене тупса пухас тата тĕрлĕ экспедици йĕркелес енĕпе тăрăшса ĕçленĕ. Вĕсем Чăваш енĕн историне, культурине, çутçанталăкне тата пурнăç йăлине пĕтĕмĕшле тĕпчекен пирвайхи ăслăлăх учрежденийĕсем пулса тăнă.

Музей хулари чи чаплă архитектура çуртĕнчи (1884 ç. П.Е. Ефремов чăваш купси тунăскер) пĕрремĕш хутĕнчи пилĕк пÿлĕмĕнче вырнаçнă пулнă, вăл вăхăтра ăна Халăх çурчĕ тенĕ. 1921 ç. çĕртме уйăхĕнче Управ хутне илнĕ, çав хут «пÿлĕме, управлăхри япаласене, библиотекăна, сĕтел-пуканпа хатĕр-хĕтĕре тата тĕрлĕ инвентаре ниепле те ирĕксĕр туртса илме (реквизицилеме), конфискацилеме, тăвăрлатма тата камăн та пулин йышăнма юрамасть» тесе çирĕплетнĕ. Музей тытăмне çавăн пекех Сергей тата Николай Ефремовсен (П.Е. Ефремов ывăлĕсен) оранжерейăсем, теплицăсем тата парниксем лартнă икĕ садне вĕренÿре кăтартуллă Ботаника садне йĕркелеме панă. 1923 çулта садсене урăх организацисене панине пула вăрласа пĕтернĕ тата юхăнтарса янă.

Халăх валли музей 1922 çулхи чÿк уйăхĕн 19-мĕшĕнче уçăлнă. Этнографи, историпе археологи, промышленность, çутçанталăк, ÿнер, медицина уйрăмĕсем килекенсене йышăннă.

1930 ç. музее Шупашкарти 1763 ç. тунă Таса Турă Амăшĕн Успени чиркĕвĕ пулнă çурта куçарнă, кунта 50 çул хушши ĕçлеме тивнĕ.

1930-мĕш çç. демократи тытăмĕ пăсăлнине кура юхăннă музей ĕçĕ пĕтĕмĕшле пурнăç улшăнăвĕсене çутатнă. Сăлтавсăр репресси нумай туни музей тата тавра пĕлÿ ĕçĕсене сиен кÿнĕ. Питех те паллă синкерлĕх, Шалти Ĕçсен Халăх Комиссариачĕн тĕрми музейран туртса илнĕ çурт айĕнче (путвалĕнче) вырнаçнă пулнă. Тоталитарлă тытăм йĕркине пула инкек тÿснисенчен – Чăваш тĕп музейĕн директорĕ пулнă М.П. Петров-Тинехпи, историпе археологи пайĕн ертÿçи пулнă И.Т. Тихонов-Микуç, промышленность пайĕн ертÿçи М.Н. Лентовский. Хĕсĕрленĕ авторсен кĕнекисемпе алçырăвĕсене, нумай япалана управлăхран туртса илсе тĕп тунă.

1937 ç. учрежденин ячĕ Чăваш тĕп тавра пелÿ музейĕ, 1940 ç. вара Чăваш АССРĕн тавра пĕлÿ музейĕ пулса тăнă. 1939 ç. управлăхран ÿнер япалисене уйрăм управа куçарнă, унăн никĕсĕ çинче Чăваш ÿнер галерейине йĕркеленĕ. Аслă Аттелĕх вăрçи вăхăтĕнче музей хупăннă. Музей çуртĕнче вăрçă архивĕ ĕçленĕ. 1944 ç. чÿк уйăхĕнче музей куракансем валли çĕнĕрен уçăлнă. Вăрçă хыççăнхи çулсенче музей ĕçĕ малалла аталаннă. Çак вăхăтра анлă ăслăлăх тĕпчевĕсем тăрăх никĕсленнĕ çĕнĕ экспозицисем уçăлнă. Кăсăклă çĕнĕ япаласем пухас тата хастарлă шырав ĕçĕсем, куравсемпе экспозицисене йĕркелесси малалла тăсăлнă.

1980 ç. Шупашкар ГЭСне тунă май Атăл шывне хăпартас умĕн Чăваш республика тавра пĕлÿ музейне Успени чиркĕвĕ пулнă çуртран XIX ĕмĕрте М.Е. Ефремов купса лартнă çурта куçарнă. Кĕске вăхăтрах кунта 800 кв. метр лаптăк çинче çĕнĕ экспозицисем уçнă.

1991 ç. малтанхи музей çуртне (1921 ç. хăйĕн ĕçне унта пуçласа янă) каялла тавăрса панă. Кунта Музей куравĕсен центрне йĕркеленĕ. 1993 çулхи ака уйăхĕнче тепĕр пĕлтерĕшлĕ пулăм çырăнса юлнă: музейĕн статусĕ улшăннă. Чăваш Республикин Министрсен Канашĕн постановленийĕпе Чăваш наци музейĕ пулса тăнă.

100 çулхи юбилейĕ тĕлне Чăваш наци музейĕ – чăвашсен ăс-хакăл тата пурлăх культурин, çутçанталăкĕн, историйĕн, экономикин тата ыт. те чи пысăк управлăхĕ. Ун тытăмне Музей куравĕсен центрĕ (унтах Чăваш Республикин салтак Мухтавĕн музейĕ вырнаçнă), К.В. Иванов ячĕллĕ литература музейĕ, В.И. Чапаев музейĕ, М. Çеçпел музейĕ (Канаш районĕнчи), Шупашкарти Çеçпĕл Мишши музейĕ тата Чăваш тĕрри музейĕ кĕрет. Музейра администраципе ертÿлĕхĕн, ăслăлăхпа управлăхăн, ăслăлăхпа экспозицин, маркетинг тата культурăпа вĕренÿ ĕçĕн, дизайн пайĕсем; çĕнĕ тата чи çĕнĕ истори, информаци технологийĕсен секторĕсем ĕслеççĕ.

2003-2005 çç. тĕп музее юсаса çĕнетсен экспозици лаптăкĕ палăрмаллах ÿсрĕ. Паян музейра техника енчен туллин тивĕçтерсе йĕркеленĕ 80 вырăнлă тата секци ларăвĕсене ирттермелли 20 вырăнлă конференци пÿлĕмĕсем пур. 2007 тата 2008 çç. йĕркеленĕ «Çутçанталăк тата этем», «Чăваш енре авал пурăннисем археологи тата палеонтологи паллисем тăрăх», «Чăваш халăхĕн тата Чăваш енĕн ХIХ ĕмĕртен пуçласа ХХ ĕмĕр пуçламăшĕчченхи историйĕ», «Чăваш ен ХХ ĕмĕрте» яланхи экспозицисенче килсе куракансене йышăнать.

Музей ăслăлăхпа практика конференцисем, тĕрле шайри семинарсем час-часах йĕркелет, унта Раççейри ертсе пыракан музей ĕçтешĕсем хутшăнаççĕ. Чăваш наци музейĕн ăслăлăх тата пĕлÿлĕх ĕçĕсене пичетлесе кăларăнакан литературăра çутатнă. Çулсеренхи музей кăларăмĕсем – «Чăваш наци музейĕ. Çынсем. Пулăмсем. Фактсем» тата «Естественнонаучные исследования на территории Чувашии и сопредельных регионов» наукăпа практика конференцийĕсен статйисен пуххисем.

Кашни çулах музей 100 яхăн курав йĕркелет. Юлашки вунă çулти  чи пысăк куравсенчен – Пĕтем Раççейри пурнăçра кирлине илемлетес  тата халăх ÿнерĕн (декоративно-прикладное и народное искусство) музейĕн «Революци романтики. Совет саманинчи агитаци ÿнерĕ», А. Васильевăн «Мода сассисем», Ростов облаçĕнчи тавра пĕлÿ музейĕн «Дон хирĕсен амазонкисем», Раççей этнографи музейен «Йĕп çырăвĕ» куравĕсем тата ыттисем. Кашни çулах музее 175 пин ытла çын килсе курать.

Хальхи вăхăтра музейра тата унăн ытти уйрăм тăран пайсенче 86 çын ĕçлет, вĕсенчен ăслăлăх тытăмĕнче – 32 ĕçтеш: çак шутра Чăваш Республикин 4 тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ тата 1 тава тивĕçлĕ эколог. 3 ĕçтеш ăслăлăх кандидачĕсен ученăй шайне тивĕçнĕ.